АВН | 29 |
Авӑнӑн 16-17-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Малӑкла районӗ «Малыклынский каравай» ятпа Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑх культурисен иккӗмӗш фестивальне ирттерчӗ. Ӑна йӗркелекенсем — Ҫӗнӗ Малӑкла район администрацийӗ тата Чӗмпӗрти Халӑх культура ценрӗ.
Уява Тутар, Чӑваш, Мордва Республикисенчен, Самар Енрен, Чӗмпӗр, Димитровград хулисенчен, Мелекесс, Сӑр районӗсенчен пурӗ 20 юрӑ-ташӑ ушкӑнӗ (250 ытла артист) килсе ҫитнӗ. Уявӑн тӗп шӑнӑрӗ — чӑвашсем. Хӑнасене кӗтсе илме ҫӗнӗмалӑкласем тӑватӑ хутлӑ пысӑк, кӑпӑшка ҫӑкӑр пӗҫернӗ. Ӑна чи сӑваплӑ вырӑна — сцена умне вырнаҫтарнӑ. Икӗ енӗпе тырӑ кӗлтисем лартса тухнӑ. Унсӑр пуҫне килнӗ хӑнасене парне пама 100 ытла ҫаврака, илемлӗ ҫӑкӑр пӗҫерсе хатӗрленӗ.
Пӗлме: Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи халӑх йышӗнче чӑвашсем 4-мӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ — 17%. Ытти халахсен йышӗ: тутарсем 31%, мӑкшӑсем 28%, вырӑссем 21%, ытти халӑх (чикансем, эрменсем, азерсем) — 5%.
Иртнӗ кану кунӗнче Елчӗкри ипподромра ҫуллахи сезон хупӑннӑ ятпа лаша спорчӗн уявӗ иртнӗ. Унта Елчӗк, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар, Комсомольски, Пӑва (Тутарстан) районӗсенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи лаша спортне юратакансем хӑйсен урхамахӗсемпе ӑмӑртнӑ.
Лашасене чуптарни — куракансем чӑннипех юратакан, кӗтекен ӑмӑртусенчен пӗри. Кӗрхи ӗҫсен хӗрӳ тапхӑрӗ пырать пулин те ипподрома хальхинче те халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Пӗчӗк урапа кӳлнӗ рысаксен чупӑвне 12 экипаж хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ ҫаврӑмлӑ, 1600 метрлӑ дистанцире мӑшӑрӑн чупса тупӑшнӑ. Унта чи лайӑх вӑхӑт кӑтартнӑ 5 экипаж ҫӗнтерӳҫӗ ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. И.Галимзянов (Пӑва) тытса пыракан «Пульман» рысак финиша чи малтан ҫитнӗ. Анчах Чӗмпӗртен килнӗ тӗп судья, Раҫҫей категориллӗ судья В.Марков «Пульман» юрттӑн чупмалли дистанцире сиккипе чупнине асӑрханӑ.
Чӗмпӗрте пурӑнакан тухтӑр Елизавета Алексеевна Фурашова утӑн 1-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ. Вӑл паян та область пульницинче ӗҫлет. Унсӑр пуҫне Ульяновск патшалӑх университечӗн психологи, психоневрологи тата психиатри кафедрин доценчӗ.
Е.А.Фурашова (хӗр чухне — Широкова) Пухтел районӗнче (халӗ Чӑнлӑ районӗ) Анат Тимӗрҫен ялӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 1939 ҫулта медучилище пӗтерет те сывлӑх сыхлавӗнче вӑй хума пуҫлать. Каярах институтран вӗренсе тухать. Чӑваш хӗрарӑмӗ 1959 ҫулта область пульницинче пӗрремӗш хут неврологи уйрӑмне уҫать, ӑна 10 ҫул ертсе пырать. Ҫапла вӑл облаҫӑн тӗп неврологӗ пулса тӑрать. 40 ҫул неврологсене хатӗрленӗ вӑл, ҫак хушӑра 400 ытла специалист вӗрентсе кӑларнӑ. Вӗсен хушшинче 11 тава тивӗҫлӗ тухтӑр, 5 наука кандидачӗ, 2 профессор. 1976 ҫулта Елизавета Алексеевна тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ, ун хыҫҫӑн тата 35 ҫул тухтӑрта ӗҫленӗ.
Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Е.Ф.Фурашована Ленин орденӗ (1966), «Хисеп палли» орден (1961), ытти нумай наградӑпа чысланӑ.
Утӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа Кивӗ Майна районӗнчи Кременки поселокӗнчен 4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ «Шуйттан хули» («Чертов городок») текен вырӑнта ҫакӑнти авалхи истори палӑкӗсене шывран сыхласа хӑварас майпа тӑвакан ӗҫсемпе пӗрле археологи тӗпчевӗсем те иртереҫҫӗ. Юрий Семыкин археолог ертсе пынипе ҫак вырӑнта 80 ҫын ӗҫлеҫҫӗ: Чӗмпӗрти педуниверситет студенчӗсем тата хӑнасем- Болгаринчи София, Шумен хулисенчи университетсенче вӗренекен студентсем.
Археологсем 300 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне тӗпчесе пӑхса тухсан кӑсӑкланмалли нумай япаласем тупнӑ: савӑт-сапа (пӑлхар тапхӑрӗнчи), апат хатӗрлемелли вырӑн, сухан пӗр пайне, ҫӗҫӗсем, йывӑҫ ҫуртсен юлашкисене, ухӑ вӗҫӗсене, хӗрарӑмсен шӑрҫисене, хӑлха ҫаккисене, ҫӗрӗсем. Унсӑр пуҫне пӑлхар тапхӑрӗнче пулнӑ чӳк вырӑнне тупнӑ тата кремль пек ҫуртӑн тӗпне чавса кӑларнӑ.
Тӗпчевсем утӑн 24-мӗшччен пымалла.
Ӗнер, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, Чӗмпӗрте Раҫҫей шайенчи Акатуй иртрӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑнчӗ.
Чӗмпӗрсем уява лайӑх хатӗрленни курӑнчӗ — хулипех баннерсемпе пӗлтерӳсем ҫакса тухнӑ, сарӑ-хӗрлӗ ялавсем вырнаҫтарнӑ. Ленин тӳремӗнче вара уяв чӑннипех курӑнать — темиҫе сцена йӗркеленӗ, Чӗмпӗр облаҫӗн кашни район хӑй стендне илемлетнӗ. Ку кун унта ҫӗнӗ мӑшӑрсем чылайччӗ — мӑшӑрлану кунӗ чӑвашсен Акатуйӗнче иртни вӗсем кайран асӑнса пурӑнӗҫ — ятарласа килмен пулин те Акатуй паллисем видеосене лекрӗҫех ӗнтӗ. Сӑмах май каласан — районсен кашни стенчӗ мухтава тивӗҫ — шел те вӑйлӑ ҫумӑр хӑш-пӗрисене тивӗҫлӗн кӑтартма май памарӗ пулас. Район стенчӗсем ҫумӗнче пухӑннӑ халӑх вара пурне те хавассӑн кӗтсе илчӗ — кичеммисен кӑмӑлне уҫма пултарчӗ, ташша яра паракансем те пулчӗҫ. Ҫумӑр пӗрре те кансӗрлемерӗ вӗсене.
Чӑваш Ен Элтеперӗ чи малтанах ҫемьипе пӗрле Иван Яковлевич Яковлев палӑкӗ умне чечек хучӗ. Ун хыҫҫӑн Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьевпа Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗпе Сергей Морозовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерчӗ.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Ульяновск облаҫӗнче иртекен Чӑваш Республикин
Культура кунӗсене хутшӑнакансем тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Акатуй» чӑваш наци уявӗн хӑнисем!
Раҫҫейри чӑвашсем йышлӑн пурӑнакан регионсем хушшинчи культура ҫыхӑнӑвӗсем ҫултан-ҫул ҫирӗпленсе, вӑйланса пыраҫҫӗ. Ульяновск облаҫӗнче иртекен Чӑваш Республикин Культура кунӗсем тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Акатуй» чӑваш наци уявӗ — пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн, туслӑн хутшӑнса ӗҫленине ҫирӗплетекен ырӑ тӗслӗх.
Чӗмпӗр ҫӗрӗ чӑваш культурипе искусствин тата ҫут ӗҫӗн вун-вун паллӑ ӗҫченне ҫуратса ӳстернӗ. Ҫак пархатарлӑ вырӑнтах Уралпа Атӑл тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе ырми-канми тӑрӑшнӑ, тӑван халӑхне ҫырулӑх тата Ҫӗнӗ Халалӑн Турӑ Ҫырӑвӗсене парнеленӗ Иван Яковлевич Яковлев паллӑ ҫутта кӑларакан ҫуралса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ.
Ҫак тӑватӑ кун илемлӗхе юратакан ҫынсен чӗринче чи ҫутӑ туйӑмсемпе палӑрса юласса, вӗсене чӑваш наци культурипе историйӗн калама ҫук пуян еткерӗпе туллин паллашма, Ульяновск облаҫӗпе Чӑваш Республики хушшинчи культура ылмашӑвӗсене кӑна мар, чӑваш ҫыннисем пурӑнакан Раҫҫейри пӗтӗм регион, ҫавӑн пекех ун тулашӗнчи мӗнпур вырӑн хушшинчи культура ылмашӑвӗсене те анлӑрах тума пулӑшасса шанса тӑратӑп.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи уй-хирте ҫурхи ӗҫсем иртеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 164,7 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫурхи культурӑсем акнӑ. Ку палӑртнӑ ӗҫсен 31 проценчӗ.
Кӗпӗрнаттӑр тата регион правительствин пресса хӗсмечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, куллен 35-38 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫурхи ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Николаевка тата Ҫӗнӗ Спасск районӗсем ирхи ҫурхи культурӑсене акас плана 113 тата 101 процент пурнӑҫланӑ. Ҫак районсем ҫурхи ӗҫсене 73 тата 59 процент пурнӑҫланӑ ӗнтӗ.
Пӗтӗмӗшле облаҫра ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 108,7 пин (39 процент) гектар ҫинче акнӑ: ҫурхи тулӑ – 35,3, пӑри – 37,9, сӗлӗ – 15,8, пӑрҫа – 6,5 пин гектар.
Ӑмӑртура Инза (61 процент), Павловка (48), Кивӗ Майна тата Ҫинкӗл (46) районӗсем малта пыраҫҫӗ.
Хӗвелҫаврӑнӑш акассипе Ҫӗнӗ Спасск (6,1 пин гектар), Радищево (3,3), Мелекесс (3,1) малта. Пӗтӗм облаҫӗпе ҫак ӗҫе 132,4 пин гектар (19 процент) ҫинче пурнӑҫланӑ.
Чӗмпӗр, Чартаклӑ, Чӑнлӑ тата Сӑр районӗсенче сахӑр чӗкӗнтӗрӗ акма тытӑннӑ. Пӗр ҫул ӳсекен выльӑх апатне облаҫра 22,8 пин гектар ҫинче акса плана 55 процент пурнӑҫланӑ.
Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел хӗрӗ Инна Тражукова Германири Дортмунде хулинче ирӗклӗ кӗрешӳпе иртнӗ Европа Чемпионатне хутшӑнса бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртура пурӗ 21 награда выляттарнӑ. Чемпионатӑн пӗрремӗш кунӗнче Раҫҫейӗн пӗрлӗх команди пӗртен-пӗр медаль илнӗ. Инна Тражукова иртнӗ ҫулхи Европа Чемпионачӗн бронза призёрне — Марианна Шастинана — ҫӗнтернӗ.
Чемпионатра пурӗ виҫӗ бронза медаль ҫӗнсе илсе Раҫҫей команди пӗтӗмӗшле саккӑрмӗш вырӑна тухнӑ.
Тӗнчипех саланнӑ ентешсене пӗр кӗрекене пуҫтарас, чуна пырса тивекен сасӑллӑ чӑваш юрӑҫисене тупса палӑртас тӑллевпе ЧР Культура министерствипе Чӑваш наци конгресӗ ҫулсеренех Пӗтӗм тӗнчери чӑваш эстрада юррисен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пушӑн 25-26-мӗшӗсенче 12-мӗш хут иртӗ. Уява хутшӑнас, килсе курас текенсене Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменне 18 сехет тӗлне йыхравлаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта шӑпах уявпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Конгресс президенчӗ Геннадий Архипов фестиваль регионсен хушшинчи культура ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетес ӗҫре те пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл конкурсра Тутарстан, Пушкӑртстан республикисенче, Чӗмпӗр, Свердловск, Тӗмен облаҫӗсенче, Красноярск енре пурӑнакан чӑваш ҫамрӑкӗсем те тупӑшма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.
Президиум пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫакна палӑртмалла: пушӑн 23-24-мӗшӗсенче конкурса хутшӑнас текенсене итлесе пӑхӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи юлашки Совет Союзӗн Геройӗ Е.Т.Воробьёв вилсе кайнӑ. Егор Терентьевич Чӑнлӑ районӗнчи Вӑта Тимӗрҫен ялӗнче ҫуралнӑ, ӗмӗрне тӑван колхозра ӗҫлесе ирттернӗ. Кӑҫал вӑл 93 ҫул тултармаллаччӗ.
Совет Союзӗн Геройӗ ятне чӑваш каччине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 1945 ҫулта панӑ.
Юлашки ҫулсенче вӑл пӗччен пурӑнатчӗ,ӑна пӗр урамра пурӑнакан хӗрӗ пӑхатчӗ.
Е.Т.Воробьёва халалласа Аслӑ Нагаткин (Чӑнлӑ районӗн центрӗ) ялӗнче кашни ҫул кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗ ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |